Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ылтӑнчеч (Кӗмел Кӗпер)

Ҫакӑн хыҫҫӑн Ылттӑнчеч картишне тухатъ,
Ут-урхамахӗ патне пырать.
Унӑн урхамахӗ улма-чӑпар,
Ӑна часрах пин-пин ҫухрӑм пар.
Учӗ ҫине сиксе утланать пике,
Тӗкӗртне ҫула тухма хушать амаҫын-пике.
"Ылттӑнпик" эпосран.
>>
Мӗн пӗчӗкрен утпа ҫӳреме, хӗҫпе ҫапӑҫма юратать Ылттӑнчеч. Халӗ те, Пачман инҫе ҫула патшана шырама тухса кайсассӑн та, Ылттӑнчеч ҫак йӑлине манмарӗ. Хӑйӗн вунӑ ӑкамӗпе вӑл ирхине ирех ут утланать те хуларан тухса кайса учӗпе ҫӳрет, кайран, кермене таврӑнсассӑн, пахчара хӗҫпе ҫапӑҫма хӑнӑхать.
Ҫарӑмсан шывӗ хӗрринче Парӑҫ-Пӑрӑнтайпа тӗл пулнӑ хыҫҫӑн Ылттӑнчеч керменрен пӗччен тухса ҫӳрессине пӑрахас терӗ. Халӗ вӑл ялан акамӗсемпе, ялан кӑралӗпе.
Ку кунхине те ҫапла пулнӑччӗ. Ирхине ирех Ылттӑнчеч хӑйӗн акамӗсемпе хуларан тухса кайса ҫеҫенхир тӑрӑх ҫӳрерӗ. Кайран вара патша керменӗнчи пахчана тухса хӗҫпе ҫапӑҫма тытӑнчӗ. Паян тата вӑл ухӑпа персе те хӑй мӗн пултарнине тӗрӗслесшӗнччӗ, ҫавӑнпа пурне те ухӑ илсе тухма хушнӑччӗ.
Акӑ хӗҫпе ҫапӑҫса самаях ывӑннӑ ӗнтӗ Ылттӑнчечпе унӑн акамӗсем.
— Атьӑр, халӗ ӗнтӗ кӑшт сывлӑш ҫавӑратпӑр та ухӑпа пеме тытӑнатпӑр! — терӗ Ылттӑнчеч, хӗҫне йӗннине чиксе. Вӑл юнашарах выртакан укҫуне илсе мӑйӗ урлӑ ҫакса ячӗ те уххине алла илчӗ. Ҫав вахӑтра кермен картишӗнче кӑшкӑрашни илтӗнчӗ, ҫавӑнтах тата ҫынсем чупкалани курӑнса кайрӗ.
— Мӗн пулнӑ унта? — тӗлӗнсе ыйтрӗ Ылттӑнчеч. Елик-пикене картишӗнче мӗн пулнине никам та хуравласа ӗлкӗреймере, пахчана вунӑ-вуникӗ лайӑх кӑралланнӑ эккелсем чупса тухрӗҫ. Вӗсене вӑрӑм сухаллӑ сӑхман тӑхӑннӑ ҫын ертсе пырать. Ылттӑнчеч пелет, ку вӑл патша вырӑнне юлнӑ Парӑҫ-Пӑрӑнтайӑн шанчӑклӑ ҫынни, хӑйне евӗрлӗ визирӗ. Капет ятлӑ тенӗччӗ ун пирки.
— Акӑ вӑл Ылттӑнчеч! — кӑшкӑрса ячӗ хайхискер, аллисене ухӑ тытса тӑракан елик-пикепе унӑн акамӗсем патне ҫывӑхарах пыма тӑрса.
Ним хисепе хумасӑр ҫапла хӗҫпе ҫапӑҫнӑ е ухӑпе пенӗ чухне такам килсе чӑрмантарни халиччен пулманччӗ. Ҫавӑнпа ҫак ҫын ним шухӑшламасӑр, никама ним хисеплемесӗр кунта пырса кӗрсе кашкӑрашма тытӑнни Ылттӑнчече йӑлт тӗлӗнтерсе ячӗ.
— Мӗн кирлӗ сана? — ыйтрӗ вӑл эккелсем ертсе килнӗ ҫынран.
— Пачман пирки пӗлме ячӗ мана, — кӑшкӑрчӗ ҫакскер.
— Кам ячӗ? — ним пулман пек ыйтрӗ Ылттӑнчеч.
— Ҫӗнӗ элтепер Парӑҫ-Пӑрӑнтай!
— Мӗн тума кирлӗ ӑна Пачман?
— Пӗлместӗп. Мана Пачман ӑҫтине пӗлме янӑ, — усаллӑн хуравларӗ Капет.
— Хӑй ӗҫӗпе ҫӳрет вӑл, — лӑпкӑн хуравларӗ Ылттӑнчеч. — Атӑл леш енне сунара кайнӑ.
— Суятӑн! — сасартӑк тискеррӗн кӑшкӑрса ячӗ Капет. Сасси тата унӑн аслатинни пек. — Суятӑн, ҫапкаланчӑк хӗрарӑм!...
— Мӗскер? Мӗскер терӗн эсӗ? — тарӑхса кайрӗ Ылттӑнчеч. — Патша хӗрне, хӑвӑн елик-пикӳне ҫапла калама хӑятӑн-и эсӗ?!.
— Мӗн ейкеленсе тӑратӑн? — тарӑхрӗ Капет та. — Патша хӗрӗ!.. Елик-пике!.. Ӑҫта вӑл патша?.. Халь пирӗн ҫӗнӗ элтепер!
— Амаус! — хаярланса кӑшкӑрса ячӗ Ылттӑнчеч. — Апла калаҫса тӑратӑн-и-ха эсӗ?.. Тухса кай кунтан!..
— Тухса кай? — тӗлӗннӗ пек пулчӗ Капет. — Тухса кай... Хӑвӑн, ҫапкаланчӑк хӗрарӑмӑн, кунтан тухса каймалла!.. Халӗ пирӗн ҫӗнӗ элтепер, ҫӗнӗ патша — Парӑҫ-Пӑрӑнтай!.. Сирӗн иртӗхсе пурӑнасси пӗтрӗ!.. Пӗтрӗ!.. Эй, — хушрӗ вӑл хӑйпе пӗрле килнӗ эккелсене, — ярса тытӑр ҫакна! Кӑларса ывӑтӑр керменрен! Халех кунта ҫӗнӗ патша килсе ҫитмелле. Вӑл киличчен шӑрши-марши те ан пултӑр киввин!..
Капет каланине итлесе, эккелсем хӗҫӗсене туртса кӑларчӗҫ те Ылттӑнчеч еннелле ярса пусрӗҫ.
Кунта мӗн пулса иртме пултарасса Ылттӑнчеч халӗ ӗнтӗ питӗ лайӑх ӑнланчӗ. Эппин, Парӑҫ-Пӑрӑнтай ҫӗнӗ патша пуласшӑн. Чӑн-чӑн патша, Ылттӑнчеч ашшӗ Ылттӑнпик ӗмӗрлӗхех таҫта кайса пуҫ хунӑ тесе шутлать е хӑй ҫапла, иртӗхсе, унран астул туртса илесшӗн. Эппин, ашшӗшӗн те, хӑйшӗн те Ылттӑнчечӗн кӗрешме тытӑнмалла. Ҫав хушӑрах тата пуҫне тӗлӗнтермӗш икӗ шухаш пырса ҫапрӗ: "Мӗншӗн Пачман пирки ыйтрӗҫ-ха вӗсем?" "Мӗншен вӗсене хуралта тӑракан эккелсем тытса чарман-ха?" Анчах ку шухӑшсен тупсӑмне шыраса тӑма вӑхӑт ҫук. Ылттӑнчеч хӑйсем тавлашнине питӗ кӑсӑкланса итлесе тӑракан акамӗсем патнелле чакрӗ те, нимӗн пӑлханмасӑр, вӗренӳре чухнехи пек хушу паче:
— Ҫӗклӗр уххӑрсене!
Ылттӑнчеч каланине итлеме хӑнӑхнӑ хӗр-эккелсем, чӑн-чан авалхи амаҫынсем пек, уххисене ҫӗклерӗҫ.
— Ҫӗмренсем тытӑр!
Кашни хӗр-эккелӗн укҫӑвӗ ҫурӑмӗ хыҫӗнче. Чӗрӗм те вӑхӑт иртмерӗ, кашнин аллинче — ҫӗмрен. Халь тесен халь пеме хатӗр вӗсем.
— Перӗр! — хыттӑн кӑшкӑрса ячӗ Ылттӑнчеч.
Хушнипе пӗрле Ылттӑнчеч хӑй те тапӑнса килекен эккелсем еннелле персе яче. Вунпӗр ҫӗмрен ҫил шӑхӑрттарса эккелсене пырса ҫапрӗҫ. Темиҫе ҫын ахлатса йӑванса кайрӗ.
— Ҫӗнӗ ҫӗмрен илӗр! — вӑрҫӑ чухнехи пек хушрӗ Ылттӑнчеч. Анчах ҫак самантра урӑх никама та пемелли юлманччӗ ӗнтӗ.
Тапӑнса килекен эккелсем те, ун канарӗ Капет та ҫил вӗҫтерсе янӑ пек таҫта кайса ҫухалнӑ.
Ҫапах та ҫакӑнпа ҫеҫ пӗтӗм ӗҫ вӗҫленмессине Ылттӑнчеч лайӑх ӑнланчӗ. Вӑл уххине ҫӗклерӗ те акамӗсене чӗнсе кӑшкӑрчӗ*.
— Ман хыҫҫӑн!
Ылттӑнчеч, хӑй акамӗсене ертсе, кермен картишне чупса тухрӗ те кунта хапха патӗнче хуралта тӑракан эккелсем вилӗ выртнине курчӗ. Елик-пикен чӗри чӳ-ӳ! туса ыратса кайрӗ. Хайхискер ӗҫсем питӗ шала кайнине, кунта чӑнласах та Ылттӑнпик йӑхне-шывне пӗтерсе астула урӑх ҫынна парас текенсем хуҫаланма тытӑннине елик-пике лайӑх ӑнланса илчӗ.
— Хапхана хупӑр! — кӑшкӑрчӗ вӑл хӑйпе пӗрле чупса килнӗ акамӗсене. — Кӗҫналӑксене те тӗрӗслӗр! Пурне те хупӑр та лайӑх питӗрсе илӗр!.. Никама та ан кӗртӗр!..
Хапха шалтлатса хупӑннине, ҫынсем кӑшкӑрашнине илтсе, керменрен кам пур пурте картишне чупса тухрӗҫ.
— Мӗн пулнӑ?
— Мӗн кӑшкӑрашаҫҫӗ кунта? — пӗр-пӗринчен ыйтма тытӑнчӗҫ пурте.
— Кавар! — пӗр сӑмахпа тӑнлантарчӗ елик-пике пурне те. — Каварҫӑсем астул тытса илесшӗн. Ертелей ӑҫта? — эккелсен канарӗ ниҫта та ҫуккине курса ыйтрӗ Ылттӑнчеч.
— Вӑл ирхине хурал тӗрӗслеме тухнӑччӗ, — хуравларӗ шалти пӳлӗмсенче сых тӑнӑ ҫамрӑк эккелсенчен пӗри. — Кунта вара мӗн пулнӑ?.. Кам вӗлернӗ вӗсене? — куҫӗсене чарса пӑрахса, тӗлӗнсе те хӑраса ыйтрӗ вӑл хапха патӗнче выртакан юлташӗсен виллисене курса.
— Парӑҫ-Пӑрӑнтай хурахӗсем! — хуравларӗ те Ылттӑнчеч хӑй тавра пуҫтарӑннӑ ҫынсене пӑхса ҫаврӑнчӗ. Ытла нумайӑнах мар вӗсем. Вунӑ-вуникӗ эккел. Хӑйӗн вунӑ акамӗ тата патша ямахатне пӑхса таракансем пӗр вунпилӗк ҫын. Мӗнпурӗ вӑтӑр-хӗрӗх ҫынна ҫитет пуль.
Ылттӑнчечре самантрах чӑн-чӑн ҫарпуҫӗ ҫуралма тытӑнчӗ.
— Парӑҫ-Пӑрӑнтай кавар тунӑ! — пурте илтмелле хыттӑн каларӗ вӑл. — Мана вӗлерсе, кермене тытса илесшӗн пулнӑ вӑл. Систермесӗр кӗрсе, хуралти эккелсене вӗлернӗ. Пирӗн ертелей те вӗсемпе пӗр каварлӑ пулнӑ пулас. Куратӑр пулӗ, вӑл, ав, ниҫта та ҫук. Каварҫӑсене хапха уҫса кӗртекене те вӑл пулнӑ пуль. Кунта килсе кӗнӗ Парӑҫ-Пӑрӑнтай хурахӗсене тӗп турӑмӑр эпир. Анчах каварҫӑсем кунпа кӑна лӑпланса лармаҫҫӗ. Вӗсем часах кермене туртса илес тесе, тапӑнма пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа пурте кӑралланӑр. Керменре мӗнле кӑрал тупатӑр, ҫавна илӗр! Кермен хӳмисене, хапхисемпе кӗҫналӑк-ӗсене сыхлама тытӑнӑр!..
— Эпир питӗ сахалӑн, — терӗ елик-пикене хупӑрласа илнисенчен пӗри. — Каплахаллӗн нумайччен хирӗҫ тӑраймастпӑр. Пысӑк вӑйпа тапӑнаҫҫӗ пулсан...
Керменрен аслӑ элпике Айраслу тухрӗ. Аллинче — кӗҫӗн ачи, Янтукан, икӗ ҫул ҫурӑ ҫеҫ тултарнӑ-ха вӑл.
Хӑйӗн аслӑ хӗрӗ Ылттӑнчеч мӗскер каланине те, ҫынсем калаҫнине те илтрӗ вӑл.
— Ан хӑрӑр! — терӗ элпике пурне те ҫирӗп сассипе. — Часах пӗтӗм хула халӑхӗ пире сыхлама ҫӗкленет. Тата... тата паянах, акӑ, пирӗн пата пирӗн патша Ылттӑнпик килсе ҫитет!..
Аслӑ пике Айраслу ку сӑмахсене питӗ ӗненмелле, чунтан каларӗ. Ҫавӑнпа вӗсене итлесе тӑракансем пурте элпике сӑмахӗсене тӳрех ӗненчӗҫ. "Анне ӑҫтан пӗлет-ха вара паян атте килессе?" — тӗлӗнчӗ Ылттӑнчеч. Ҫапах та вӑл та амӑшӗ каланине пӗтӗмпех ӗненчӗ. Эппин, каварҫӑсем ытла нумаях хуҫаланас ҫук.
Пуринчен те кайран керменрен картишне, ҫынсем пуҫтарӑннӑ тӗле, кӑнар-тикки, Ылттӑнчеч шӑллӗ вуннӑ тултарнӑ Тутимӗр чупса тухрӗ.
— Мана та хӗҫ парӑр! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл кунта мӗн пулса иртнине илтсе. — Мана та ухӑ парӑр! Эпӗ те каварҫӑсемпе ҫапӑҫатӑп!..
Пурте кулса ячӗҫ.
— Тутимӗр кӑнар-тикки пирӗнпе чухне эпир никамран та хӑрамастпӑр, — кӑмӑллӑн кулса калаҫса илчӗ кӗреҫе сухаллӑ ватӑ эккел. — Атя, ухӑ тыт. Анчах халех пеме ан тытӑн-ха. Тӑшмансем килмеҫҫӗ.
Анчах вӑл апла калани тӗрӗс пулмарӗ. Хапха тӑрринчи турул ҫинче тӑракан эккел кӑшкӑрса яче:
— Килеҫҫӗ!
— Камсем? — арҫыннӑнни пек хулӑм саспа ыйтрӗ Ылттӑнчеч.
— Парӑҫ-Пӑрӑнтай ҫыннисем!..
Чӑнах та, хапха леш енче ут ури сассисем илтӗнчӗҫ. Унтан такамӑн хулӑм сасси янӑраса кайрӗ:
— Ҫӗнӗ элтепер пирӗн патша Парӑҫ-Пӑрӑнтай хушнипе кермен хапхине уҫма хушатӑп!..
— Шуйттан сан валли тамӑк хапхине уҫтӑр! — хирӗҫ кӑшкӑрчӗ кӗреҫе сухаллӑ эккел. - Пурте хатӗрленӗр!.. Кӗрес тесе тапӑнма пултараҫҫӗ!..
Анчах тапӑнни-мӗн туни пулмарӗ-ха.
— Парӑҫ-Пӑрӑнтай хушнипе эпир никама та вӗлерместпӗр! — ҫаплах калаҫрӗ хӳме леш енчен килнӗ ҫынсен элчи. — Парӑнӑр! Хапхана уҫӑр! Ҫӗнӗ патша паян кермене килмелле!.. Ылттӑнпик ҫук. Вырӑссем ӑна шыва путарса вӗлернӗ. Халӗ пирӗн патша — Парӑҫ-Пӑрӑнтай!
— Акӑ сана ҫӗнӗ патша!..
Тахӑш вӑхӑтра турула хӑпарнӑ Ылттӑнчеч персе янӑ ҫӗмрен Парӑҫ-Пӑрӑнтай элчине мӑйран пырса ҫапрӗ. Лешӗ икӗ аллипе пырне ярса тытрӗ те кутӑн кайса ӳкрӗ.
— Переҫҫӗ! — кӑшкӑрса ячӗҫ пӗрле килнисем. Чӑл та пар пӑрҫа сапнӑ пек тӗрлӗ еннелле саланчӗҫ те тарса кайрӗҫ.
— Тарчӗҫ! — кулса ячӗҫ турул ҫинчи эккелсем.
Пӗтӗм тискер ӗҫ ҫакӑнпа ҫеҫ вӗҫленес ҫуккине Ылттӑнчеч питӗ лайӑх ӑнланчӗ. Халь ӗнтӗ Парӑҫ-Пӑрӑнтай хӑйӗн мӗнпур вӑйне пухса кермене тытса илме тӑрӑшма пултарать. Халь тин уншӑн каялла каймалли ҫул ҫук. Е чӑнласах та вӑл кермене тытса илсе хӑйне патша тесе пӗлтерет, е ӑна, каварҫӑ тесе, пуҫ хӗрлӗ ҫакса вӗлереҫҫӗ. Эппин, йӗри-тавра хӳтӗленме хатӗрленмелле. Кермен тавра тӑватӑ турул: пӗр хапха та виҫӗ кӗҫналӑк. Тӑшман е хапха витӗр, е пӗр-пӗр кеҫналӑк витӗр кӗрес тесе тӑрӑшма пултарать. Эппин, кашни кӗҫпалӑка тата хапхана сыхлас пулать.
— Кашни турул ҫине — вунӑ эккел! — хушрӗ Ылттӑнчеч. — Хӗрарӑмсем картишӗнчех юлаҫҫӗ. Кирлӗ пулсан, пире мӗн кирлине тупса пама хатӗр тӑраҫҫӗ.
Ҫавӑнтах елик-пике эккелсене, пайӑн-пайӑн уйӑрса, турулсем ҫине ячӗ те хӑй Аслӑ хапха тӑрринчи турул ҫине хӑпарчӗ.
Ташмансем Парӑҫ-Пӑрӑнтай килӗ енчен килмелле. Ылттӑнчеч ҫавӑнталла пӑха пуҫларӗ.
— Эпӗ те сирӗнпе пулатӑп! — сасартӑк илтех кайрӗ. Тутимӗр те аппӑшӗ патне чупса хӑпарнӑ иккен.
— Аялта пул, картишӗнче! — хушрӗ Ылттӑнчеч шӑллӗне. — Эсӗ аялта пулни кирлӗ. Ҫӗмренсем парса тӑратӑн.
— Ҫук, эпӗ те тӑшмансемпе ҫапӑҫасшӑн! — килӗшмерӗ кӑнар-тикки аппӑшӗпе. — Эпӗ — арҫын, кӑнар-тикки.
— Ача кӑна-ха эсӗ!
— Ҫук. Эпӗ пысӑк!.. Атте пулнӑ пулсан хуса ямасчӗ мана.
Ку сӑмахсене хирӗҫ Ылттӑнчеч нимӗн те калаймарӗ. Парӑҫ-Пӑрӑнтай ҫурчӗ енчен йышлӑн чупса тухни курӑнчӗ.
— Килеҫҫӗ! — кӑшкӑрчӗҫ эккелсем.
Чӑнах та, Парӑҫ-Пӑрӑнтай ҫурчӗ патӗнчен чупса тухнӑ ҫынсем темиҫе ушкӑна пайланчӗҫ те кермен еннелле чупа пуҫларӗҫ.
— Хатӗрленӗр! — хушрӗ Ылттӑнчеч. Пурте хӑйсен аллине ухӑ тытрӗҫ.
— Ҫӗмренсем сахал! — терӗ сасартӑк Тутимӗр. — Халех илсе килетӗп.
Кӑнар-тикки хӑпӑл-хапӑл картишне чупса анчӗ те пӗр пысӑк ҫыхӑ ҫӗмрен тата хӑйне валли ухӑ йӑтса килчӗ.
Часах кермене сыхлакансемпе тапӑнса килекенсен хушшинче хаяр ҫапӑҫу пуҫланса кайрӗ.

Ҫапӑҫу мӗнле пырасси, мӗнпе вӗҫленесси пирки Ылттӑнчеч кирлӗ пек шухӑшласа ӗлкӗреймерӗ. Пӗртен-пӗр шухӑш унӑн Парӑҫ-Пӑрӑнтай ҫыннисене епле пулсан та кермене кӗртмелле мар, питӗ йывӑр пулса ҫитсен, ҫунакан ҫӗмренсем тӳпене ҫӗклесе, пӗтӗм хула халӑхне ура ҫине тӑратма пулать. Хула халӑхӗ хӑйсем майлӑ пуласси пирки елик-пике пӗрре те иккӗленмерӗ.
Малтанласа тапӑнакансем ытла хастарах пулаймарӗҫ. Хӳтӗленекенсем ҫине тӑрса ухӑпа пени, парӑнма шутламанни вӗсене самаях пусӑрӑнтарчӗ. Анчах Парӑҫ-Пӑрӑнтай кунпа ҫеҫ ҫырлахма шутламан пулас. Часах вӑл, ҫар тумӗ тӑхӑнса, кермен умне хӑй тухрӗ те тапана-кансене ертсе пыма тытӑнчӗ.
Кермене хӳтӗлекенсен хушшинче вилнисен шучӗ ӳссе пычӗ.
— Хамӑр кӑна хӳтӗленейместпӗр! — кӑшкӑрче Ылттанчеч картишӗнче ытти хӗрарӑмсемпе пӗрле чупса ҫӳрекен амӑшне. — Хула халӑхне ҫӗклес пулать. Ҫунакан ҫӗмренсем тӳпене ҫӗклӗр!..
Часах тӳпенелле кермен картишӗнчен ҫунакан ҫӗмренсем хӗвел ҫутинче ялкӑша-ялкӑша ҫӗкленчӗҫ. Нумай та вӑхӑт иртмерӗ, хулан пур кӗтессинче те шавлани, утсем кӗҫенни илтӗне пуҫларӗ. "Пулӑшу килет! — шухӑшларӗ Ылттӑнчеч. — Халӑх капланса тухсассӑн Парӑҫ-Пӑрӑнтай кермене тапӑнма хӑяймасть..."
Сасартӑк Атӑл енчен сиккипе килекен ут ури сассисем илтенчӗҫ, нумай та вӑхӑт иртмерӗ, утлӑ ҫар сиккипе килни курӑнса кайрӗ. Сахалтан та икҫӗр-виҫҫӗр юланутҫӑ.
"Ара, ӑҫтан тупӑнчӗ кун пек ҫар? — тӗлӗнчӗ Ылттӑнчеч. — Нимле ҫар та вӑл енче пулмалла мар-ҫке! Е халӑх ҫапла ҫар пулса пулӑшма килет-и?.."
Малта хуп-хура ут ҫинче капмар пӳ-силлӗ ҫын ларса пырать. Ылттӑнчеч ӑна аякранах палласа илчӗ — Пачман.
— Пачман! — савӑнса, хыттӑн кӑшкӑрса ячӗ Ылттӑнчеч. — Пире пулӑшма Пачман килет!..
Пачман хыҫӗнче — темиҫе юланут. Пӗр юланутҫин аллинче ялав вӗл-вӗл вӗлкӗшет. Ара, ку вӑл Итурай, патшан чи шанчӑклӑ ҫынни. Ун аллинче яланах патша ялавӗ пулаканччӗ.
"Ара, ку вӑл шӗкӗр-элем! — тавҫӑрса илчӗ Ылттӑнчеч сап-сарӑ ялав ҫинчи шап-шурӑ парса асӑрхаса. — Эппин, атте таврӑнать!.."
Турулти чӗрӗ-сывӑ ҫынсем пурте хӑйсен еннелле сиккипе килекен утлӑ ҫар еннелле пӑха пуҫларӗҫ.
— Атте!.. Атте таврӑнать! — хавасланса кӑшкӑрса ячӗ Ылттӑнчеч. — Пачман та унпа пӗрле!.. Эпир ҫӑлӑнтӑмӑр!..
Аппӑшне тӗке-тӗке кӑнар-тикки Тутимӗр мала тухрӗ.
— Атте! — савӑнса кӑшкӑрса ячӗ Тутимӗр. — Атте! Шӗкӗр-элем куратӑп эпӗ!
Кӑнар-тикки савӑннипе асӑрханмалли ҫинчен те манса кайрӗ. Турул хӳминчен ҫӳлерех ҫӗкленчӗ те тепре кӑшкӑрса ячӗ.
— Атте килет!..
— Чаш-ш! — туса пырса ҫапрӗ ӑна ҫав вӑхӑтра мӑйӗнчен вӑрӑм ҫӗмрен. Вуннӑри ача ахлатса та ӗлкереймерӗ, касса пӑрахнӑ йывӑҫ пек месӗрле йӑванса кайрӗ. Унӑн мӑйӗнчен хӗп-хӗрлӗ юн тапса тухрӗ.
— Тутимӗр! — кӑшкӑрса ячӗ Ылттӑнчеч. — Тутимӗр!.. Шӑллӑм!..
Елик-пике чупса пычӗ те месӗрле ӳкнӗ шӑллӗне йӑтса илчӗ. Анчах кӑнар-тиккин чӗри тапма чарӑннӑччӗ ӗнтӗ...


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-07-17 18:07:09 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2953 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем